Чӑваш Республикин культура министрӗ Вадим Ефимов пултарулӑх коллективӗсем хӗрӳ ӗҫ ҫи вӑхӑтӗнче тыр-пул ӑстисем патне тухса ҫӳрес ыйтӑва тӑтӑшах ҫӗклет тесе хыпарлать «Каҫал ен» хаҫат.
Комсомольски районӗнчи агитбригадӑсем ял ӗҫченӗсемпе тӗл пулас тесе уй-хире, йӗтемсем ҫине тухса ҫӳрессине анлӑ йӗркеленӗ. Кашни ял тӑрӑхӗнчех культура ӗҫченӗсем хресчене юрӑ-ташӑпа хавхалантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи информаципе культура центрӗн ӗҫченӗсем те ӗҫтешӗсенчен юлмаҫҫӗ иккен. Акӑ, иртнӗ кунсенче «Сюрбеево» хуҫалӑхӑн йӗтемӗ ҫинче тата выльӑх-чӗрлӗх ферминче ӗҫлекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Альбина Любимова, Галина Родионова, Лариса Дюкина тата Галина Лукиянова, Анатолий Школьников купӑсҫӑ шӑрантарнӑ чуна пырса тивекен е кулӑшла юрӑсем, шӳтсем канакан рабочисен кӑмӑлне ҫӗкленҫ. Куракансем пире алӑ ҫупса чӗререн тав тунӑ, татах та килсе ҫӳреме ыйтнӑ.
«Восход» ТМЯП тата «Слава картофелю» (чӑв. Ҫӗрулмие — чыс) агрофирма ӗҫченӗсене те пултарулӑхпа паллаштарма хатӗрленнине пӗлтереҫҫӗ.
Республикӑра «Вырӑнтине суйла — хамӑрӑннине туян» акци иртмелле. Ҫав ыйтупа ӗнер Ял хуҫалӑх министерствинче канашлу пухнӑ.
Ҫак акцие ҫӗршыв Президенчӗн хӑш-пӗр ятарлӑ экономика мерисем йышӑнассипе ҫыхӑннӑ Хушӑвне пурнӑҫласа йӗркелеҫҫӗ иккен. Хамӑр патри продукци пирки халӑх патне тӗллев лартнӑ май ҫынсене кунти патне илӗртесшӗн.
Республикӑри акци авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса раштав таран пымалла. Ӑна пуҫараканӗсем — Ял хуҫалӑх, Экономика аталанӑвӗн министерствисем. Акци операторӗ — Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати.
Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче хамӑр патри продукци ҫинчен каласа кӑтартакан информаципе анлӑ паллаштарма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли радио-телевиденипе хаҫатран тытӑнса реклама экранӗсемпе урамра ҫырса ҫакасси таранах шухӑшлаҫҫӗ.
Телевизорпа «Тӗрӗслевлӗ туяну» текен проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ку вӑл Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗринпе ирттерекен ҫавӑн йышши кӑларӑма ҫывӑх пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче хамӑр патри тата республика тулашӗнче кӑларакан продукцие туянӗҫ те ӑна экспертсем хаклӗҫ.
Юлашки ҫулсенче республикӑра хӑмла ытлах ӳстермеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вара Раҫҫей ял хуҫалӑх академин Чӑвашри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ҫӗрӗсем ҫинчи хӑмла пахчинче хӗрӳ ӗҫ пырать — «симӗс ылтӑн» пулса ҫитнӗ.
Хӑмла ӳстерекен пай заведующийӗ Анатолий Коротков пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем «сумерь», «подвязный», «цивильский», «дружный», «флагман», «фаворит» тата ытти сортсене лартса ӳстереҫҫӗ.
Плантацире хӗрарӑмсем ӗҫлеҫҫӗ, ретсем хушинче ҫум курӑк ҫук. Тӑпрана кӑпкалатни, им-ҫам сапни курӑнать. 6 метр ӳснӗ хӑмлана алӑпа касаҫҫӗ те комбайн ҫине илсе каяҫҫӗ.
Асӑннӑ хуҫалӑхра 11,86 гектар лаптӑкри хӑмлана пухса кӗртмелле. Хальлӗхе 1 гектара яхӑн лаптӑкне ҫеҫ пухса кӗртнӗ.
Сӑнсем (12)
Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ял хуҫалӑх ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Елчӗкри ҫӗр ӗҫченӗсене «Хӗлхем» агитбригада хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать, ӗҫлеме вӑй-хал хушать.
Ытарайми чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫ тӑхӑннӑ юрӑҫсем Курнавӑшри ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсемпе пӗр шухӑшлӑ пулса «Нива» агрофирмӑна ҫитнӗ. Унта вӗсем савӑк юрӑ-кӗвӗ шӑрантарнӑ, ҫӗр ҫыннисене ӗҫшӗн тав тунӑ. Хӗрӳ ӗҫе пӑхмасӑрах хресченсем концертпа хаваспах савӑннӑ, хӑнана татах килме ыйтса вӗсемпе сывпуллашнӑ.
Сӑнсем (6)
Ҫурлан 18-мӗшӗнче, паян, Патӑрьел районне «Ӗренпурти наци культурин чӑваш автономийӗ» общество организацийӗ ҫитсе курнӑ.
Хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов кӗтсе илнӗ. Ҫак общество организацийӗ кӑҫал «Акатуй — Сапантуй» уява хутшӑннӑ, Патӑрьел тӑрӑхӗнчи халӑхӑн культурипе, йӑлипе паллашнӑ. Паян вара хӑнасене Николай Глухов районӑн социаллӑ экономика аталанӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ, вырма ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Хӑнасем «Юрма» агрохолдинг ӗҫӗпе те паллашнӑ. Организацире 12 пин ытла сысна ӗрчӗтеҫҫӗ. Кӑҫал унта 1150 тонна аш-какай хатӗрленӗ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 30% ытларах.
Хӑнасем патӑрьелсен ӗҫне пысӑк хак парса малашне хутшӑнса ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
«Юрма» агрохолдинг каллех ҫутҫанталӑка сӑтӑр кӳнӗ. Унччен, пӗлтӗрхи кӗркунне, ҫак предприятиех Йӑршшу юханшывне вараланӑччӗ. Шывра аммиак нумай пулнӑран пулӑсем вилнӗччӗ.
Хальхинче агрохолдинга пула ҫӳп-ҫап купи ӳссе ларнӑ. Унта — ҫӑмарта хуппи, чӑхсен пуҫӗсем, урисем, ҫуначӗсем, кӗлеткисем, тӗкӗсем. Ку йӗркесӗрлӗхе Шупашкар районӗнчи Ассакасси тата Чӗркаш ялӗнчи ҫынсем асӑрханӑ та РФ Ҫутҫанталӑк надзорне ҫӑхавланӑ. Тӗрӗслеве ҫийӗнчех ирттернӗ. Ҫӳп-ҫапа чӑнах та «Юрма» агрохолдингран илсе тухнине палӑртнӑ.
Агрохолдингӑн должноҫри сӑпатне административлӑ явап тыттарасшӑн. Организацие ҫӳп-ҫапа пуҫтарттарнӑ, ҫав вырӑна дезинфекцилеттернӗ.
Патӑрьел районӗнче севок сухана пухса кӗртесси хӗрӳ пырать. Республикӑри кӑнтӑр районӗсенче ҫу иккӗмӗш ҫул типӗ иртсен ҫынсем севок лартмалли лаптӑка пысӑклатса пыраҫҫӗ.
Акӑ Алексей Перепелкин 5 ҫул севок лартса ӳстерет. Чи малтан 20 сотка ҫине акнӑ пулсан, халӗ — 18 гектар. Фермер кирлӗ техникӑна туяннӑ ӗнтӗ. Унӑн лаптӑкӗнче 100 ҫын ӗҫлет. Пурте — кӳршӗ ялсенчен.
Ӗҫе ҫӑмӑллатмашкӑн Валерий Малюков севока тасатакан «параппан» шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл трактор пулӑшнипе ӗҫлет. Техника пулӑшнипе пысӑк тухӑҫлӑ ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ.
Севока витрене пуҫтараҫҫӗ те параппана яраҫҫӗ. Унччен ҫак ӗҫе йӑлтах алӑпа тунӑ. Унтан ятарлӑ аппарат сухана сортсем ҫине уйӑрать. Ҫумӑр сахал ҫунӑран севокӑн пӗр пайне шӑварма тивнӗ. Ҫитес ҫул шӑвармалли лаптӑка пысӑклатасшӑн.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тетпӗр те, кӗрхи кун та питӗ яваплӑ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче тӗш тырӑ вырассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Паянхи куна илсен, Елчӗк районӗнчи хресченсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫурри ытла ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май каласан, ытти районпа танлаштарсан вырма лаптӑкӗ вӗсен — пуринчен пысӑкки, 20,6 пине яхӑн.
Тӗш тырӑна ҫулса илессипе ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсем малта пыраҫҫӗ. Вӗсем пурте вырмалли лаптӑкран 30 ытла проценчӗ ҫинчен ҫулса илме ӗлкӗрнӗ. Тӗшӗленӗ лаптӑк тӑрӑх пӑхсан та маларах асӑннӑ районсем малтисен ретӗнче. Хыҫалта хальлӗхе Улатӑр районӗ пырать. Ӗҫе вӑл 11,9 процент кӑна пурнӑҫланӑ.
Республикипе пӗтӗмӗшле илсен, тӗш тырӑна 75,8 пин гектар ҫинче тӗшӗленӗ, ку вӑл 27,3 процент тенине пӗлтерет.
Оперативлӑ кӑтартусем тӑрӑх пӑхсан, тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,4 центнера ларать.
Чӑваш Республикинчи Россельхознадзор ӗҫченӗсем нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче плана кӗмӗн тӗрӗслевре пулнӑ. Вӗсем ҫитнӗ хуҫалӑхра 630 сысна тытаҫҫӗ. Специалистсем хуҫалӑха Африка чуми пирки асӑрхаттарас тӗллевпе ҫитнӗ.
Тӗрӗслевре ветеринари тытӑмӗнче йӗркене пӑснӑ темиҫе тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Хуҫалӑхра санитари пропускникӗ пулман. Сыснасем ҫара ҫӗр ҫинче выртса тӑнӑ. Ку вара инфекци чирӗсем ерес хӑрушлӑха пысӑклатать.
Фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ дезинфекци ирттермелли плансен списокне те хатӗрлемен. Санитари мероприятийӗсене ирттерни пирки те актсем туман. Ҫитменнине дезинфекци тумалли хатӗрсем сыснасене памалли апатпа юнашар упраннӑ. Ку ҫынсене тата чӗрчунсене уйрӑмах хӑрушӑ чир ертме пултарать. Ҫав йышра — Африка чуми те.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хуҫалӑх пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, Ҫӗрпӳ район судне ярса панӑ.
Ӗнер Раҫҫей правительстви хӑйне хирӗҫ санкцисем тӑратнӑ патшалӑхсенчен ытларахӑшне хирӗҫ хурав хатӗрленӗ — хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӳрсе килме чарнӑ. Вӗсен шутне ӗне ашӗпе сысна ашӗ, тӗрлӗ ҫимӗҫсем, чӑх ашӗ, чӑкӑт, сӗтрен хатӗрлекеннисем кӗнӗ. Ҫӑк апат-ҫимӗҫе Европа пӗрлӗхне кӗрекен патшалӑхсенчен, АПШ-ран, Австралирен, Канадӑран тата Норвегинчен кӳрме чарнӑ.
Ӗнерех ҫак ыйту тавра ял хуҫалӑх министрӗ Николай Фёдоров журналистсемпе кӗске калаҫу ирттернӗ. «Паян пӗлтернӗ йышӑнусем ни вӑтам вӑхӑт тӑршшӗнче, ни малашнехинче инфляци ҫине япӑх витӗм кӳрессине курмастпӑр», — тенӗ вӑл. Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра кӗске хушӑра хаксем хӑпарма пултарӗҫ имӗш — ку яланхилле кӑмӑл-туйӑмпа тата психологипе кӑна ҫыхӑннӑ. Хаксем инфляцие хӑпартса ярассине Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ курмасть.
Николай Васильевич шухӑшӗпе ку йышӑнусем федерацири ял хуҫалӑха пулӑшӗҫ кӑна — ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче 281 миллиард тенкӗ ытларах апат-ҫимӗҫ туса илме пултарӗҫ.
Хӑш-пӗр эксперт шухӑшӗпе вара ӗнерхи йышӑнусем хаксене кӑна хӑпартма пултарӗҫ. Апат-ҫимӗҫ туса илесси вӗсен шучӗпе ҫавах ӳсмӗ — калӑпӑша ӳстерес тесен ял хуҫалӑхне нумай укҫа-тенкӗ хывмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |